ТОП просматриваемых книг сайта:
Асамла тенче. Аскольд Алексеевич Де Герсо
Читать онлайн.Название Асамла тенче
Год выпуска 0
isbn 9785005678911
Автор произведения Аскольд Алексеевич Де Герсо
Жанр Современная русская литература
Издательство Издательские решения
Кун хыççăн каччăн ахăлтатса кулса ямалли çеç юлчĕ. Тимлĕн пăхрĕ вăл ун çине. Хĕрача, шурă кĕпе тăхăннăран, тÿперен аннă пĕлĕт евĕрех курăнчĕ. Кун ытла та шăрăх пулнине халĕ каччă тавçăрса илчĕ те ачана сĕнес шутпа:
– Сире, чиперккене, мороженăйпа сăйлама юрать-ши?
– Сăйласан питĕ аванччĕ, ытла та шăрăх, – пуçне сулчĕ килĕшсе Алина. – Çырлаллине анчах. Анне вара кун пирки пĕлмесĕр юлтăр. Юрать-и?
«Ытарайми илемлĕ хĕрача ку, Алина. Çитĕнсе çитсен никама та парăшас çук», – ăшĕнче шухăшласа пычĕ Çимун. Кафе патĕнче машинăна чарчĕ. Алăка уçса хĕрачана алă тăсрĕ, машина çинчен анмашкăн пулăшрĕ. Çав самантра вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тĕл пулчç те Çимун самантлăха шак хытса кайрĕ. Куçсем! Акă, вĕсем, арçын ĕмĕрĕпе кĕтнĕ куçсем!
– Сирĕн куçăрсем хĕвеллĕ кунхи тÿпе евĕрех!.. – чăтса тăраймарĕ каччă.
– Мĕн тери илемлĕ сăмахсемпе палăртма пултартăр эсир манăн куçсем пирки! Ыттисем вара пурте кăвак тĕслĕ теççĕ те – пĕтрĕ.
Кафене кĕрсе вырнаçса ларсан Алина пĕр чарăна пĕлмесĕр калаçрĕ. Именесси çук пулас ку хĕр тĕпренчĕкĕн. Иринăн асăрхаттарăвне аса илтерсе пур тантăшĕсем çинчен каласа пачĕ, аслашшĕ пĕр çукшăнах ача çине мăкăртатнине те хăвармарĕ. Чылай мĕскер çинче пĕлтерчĕ, чылайăшне тавçăрмасăрах юлчĕ Çимун. Хăй вара ăнтан кайса итлесе ларчĕ хĕрачана, çав хушăрах унăн секер куçĕсенчен хăйĕн куçĕсене илмерĕ. Ытарайми илемлĕн курăнчĕç вĕсем ăна.
– Алина, эсир хирĕçлеместĕр пулсан, эпĕ пĕр самантлăха пăрăнам халĕ. Шăнкăравламаллисем пур, – терĕ каччă телефонне алла тытса.
– Мĕнле ĕнтĕ эпĕ хирĕçлеме пултараятăп, çавăн йышши сăйланă хыççăн. Çавах та вăрах мар. Анне мана пĕччен хăварма хушмарĕ, – пысăк çын евĕрех хуравларĕ хĕрача.
Тусĕсене шăнкăравласа вечеринка пулманнине пĕлтернĕ хыççăн манса кайиччен тесе килне шăнкăравларĕ. Алинăна хулари аттракционпа паллаштарма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ Иринăна. Ирина ку сĕнÿрен тĕлĕнчĕ, çавах та качча хирĕçлемерĕ.
Каçхине, хĕрачанаасламăшĕн аллинчен тыттарнă хыççăн, каччă машинăран тĕрлĕ курупкăсем пушатма пикенчĕ. Ирина тĕлĕнсех кайрĕ:
– Ара, Çимун çав териех тăкакланма кирлĕ марччĕ ĕнтĕ. Мана кун хыççăн аван та мар. Кусене пурне те Алина ытараймасăр туянтарчĕ ĕнтĕ.
– Ирина, пуçăра ан илĕр! Эпĕ хамăн савăнăçпа туянтăм! – хирĕç кулчĕ кăна каччă. – Сирĕн питĕ пултаруллă мăнук! Вăл манăн куçсене уçрĕ пурнăç çине. Турă сыхлатăр ăна!
Ирина нимĕн ăнланса илеймесĕр тăчĕ. Мĕнле майпа пĕчĕк ача пысăк çынна куçне уçма пултартăр?
Иринăпа мăнукне килне ăсатса хăварнă хыççăн каччă тинех амăшĕ патне çул тытрĕ. Пÿрте кĕрсен каччă амăшĕнчен каçару ыйтрĕ. Унччен вара вăрттăн пăшăлтатсарах:
– Анне, пĕр пĕр йышăну турăм. Сана килĕшессе шанатăп. Хатĕрленсе тăр!
Нумай тытăнса тăмарĕ амăшĕ патĕнче – васкавлăн тухса вĕçрĕ çуртран. Тĕлĕннĕ амăшĕ темĕн те шутласа пĕтерчĕ, анчах тупсăмне çавах тупмарĕ.
…Çурсĕр те иртсе