ТОП просматриваемых книг сайта:
Асамла тенче. Аскольд Алексеевич Де Герсо
Читать онлайн.Название Асамла тенче
Год выпуска 0
isbn 9785005678911
Автор произведения Аскольд Алексеевич Де Герсо
Жанр Современная русская литература
Издательство Издательские решения
…Çимун киленÿллĕыйхине татсавырăн çинче йăшăлтатрĕ, хăлхине алăкран шакканă сасă килсе кĕчĕ. Пике каçхине яланхилле сиввĕн калаçма, унтан ятлаçма тытăннăччĕ. Каярахпа хăйĕн çиллине тÿсеймесĕр хваттер уççине сĕтел çине ывăтса хăварнăччĕ. Халĕ, ав, кутăн килсе çитрĕ пулас.
«Ăнланса илнĕ, кутăн, таврăнса çитрĕ», – савăнăçлăн йăпанса хăпартланчĕ каччă. Васкамасăр çеç вырăн çинчен çĕкленчĕ. Вăхăта тăсса кутăнлашнă пикене юриех тарăхтарас тенĕн хăтланчĕ. Анчах та алăка уçсан, унта пике мар, хваттере тирпейлесе, хуçалăха тытса тăракан Ирина пулчĕ, качча тĕлĕнтерсе.
– Эпĕ сире тухса кайма та ĕлкĕрнĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, çавах та, сас парса пăхас терĕм, – чĕнчĕ хайхи Çимуна курсан.
– Каçару ыйтатăп, эсир, Ирина, паянхине килесси пирки мансах кайнă, – кăшт кăмăлсăррăн (ара, пике пуласса шанса тăнăччĕ-çке, ĕмĕтленнĕччĕ) хуравларĕ каччă.
Халĕ ак, ку хĕрарăм куç тĕлне тухса тăрсан, каçхине пуçсăр хăтланса тусĕсене хăнана чĕнни тесе аса килех кайрĕ. Çав тĕлĕшпе Иринăна сĕтел çине хатĕрлеме чĕннĕччĕ. «Çук, кун пек чылай ĕçме юрамасть», – хăйне ятласа илчĕ çав хушăра каччă. Ĕçре Çимуна карьерăпа пĕр картлаша çÿлелле çĕклерĕç те, çав савăнăçа паллă тума хатĕрленнĕччĕ-çке.
– Ыльăм, Çимун, енчен те эсир хирĕçлеместĕр-тĕк, эпĕ кăнтăр вăхăтĕнче мăнука хампа пĕрле илсе килесшĕнччĕ. Атьсем хăнана каяççĕ те, ачана хăварма никампа çук. Эсир ан пăшăрханăр, вăл сире пĕртте чăрмантарас çук. Пуплеме юрать те ĕнтĕ, ку темĕнех мар.
– Тархасшăн. Кун пирки сăмах та çук, Ирина! Çавăтса килĕрех. Анчах та мана апат-çимĕç туянмалли списокне хатĕрлесе параймăр-ши? Эпĕ халĕ кайма хатĕрленетĕп. Тата енчен те эсир килĕшсессĕн, çула май ачăра хамах машина çине лартса килме пултаратăп. Хирĕçлеместĕр пулсан, паллах…
– Чăн та-и? Тавтапуç, ыльăм. Эпĕ халĕ тирпей кÿртем-ха хваттере, ирхи апат хатĕрлем. Аня килет-и? – çавах кăсăкланмасăр юлмарĕ Ирина.
– Çук, – татăклăн хуравларĕ хирĕç каччă.
Ирина текех тĕпчемерĕ, çамрăксем хирĕçеççĕ те, мирлешеççĕ те – пурнăç вĕт вăл, ача-пăча вăйии çеç мар, унăн мĕскер ĕç пур çамрăксем хушшинче. Килмест-тĕк – килмест. Хăйсен ирĕкĕ. Иринăн хăйĕн те пуç ватмалли шухăшсем туллиех.
Çимун тумланнă хушăра темиçе хутчен кĕсъере караслă телефон шăнкăравларĕ: туссем, амăшĕ пулчĕ. Аня çав-çавах шăнкăравламарĕ. Те ĕнтĕ хăй пĕрремĕш шăнкăравласса кĕтет? Епле пĕлсе çитейĕн мĕскер унта, пикен пуçĕнче?
Каçхине çилленнипе, каччă пике тухса кайни аван тенĕччĕ. Çитменне хĕр пĕр çук çĕртенех унăн кăмăлне пăсса хăварчĕ. Паян вара унсăрăн